Тухтӑрсем Чӑваш Енри ачасен куҫӗ ҫулсерен япӑхса пынине асӑрханӑ. Капла пӗтӗмлетӳ патне вӗсем ачасене иртнӗ ҫул профилактика тӗллевӗпе медосмотр кӑларнине тишкернӗ май ҫитсе тухнӑ.
Иртнӗ ҫул 231 пин ачана тӗрӗсленӗ. Вӗсен сывлӑхне куҫ курасси япӑхса пыни тата ҫурӑм шӑмми авӑнни самай сиен кӳрет. Шӑпах ҫак икӗ амакӗ тӗпрен илсен сиен кӳрет те.
Куҫ кураслӑх япӑхнин шайӗ Раҫҫейринчен пирӗн патра 1,5 хут пысӑкрах-мӗн. Шкула кайма тытӑннӑ хыҫҫӑн куҫ кураслӑх ҫулсерен чакса пырать. Ку пӑтӑрмах ача 15 ҫула ҫитичченех тӑсӑлса пырать.
Территорисене илсе чи ӑнӑҫсӑррисен йышне Ҫӗнӗ Шупашкар, Шупашкар, Канаш хулисем, Ҫӗрпӳ, Куславкка, Муркаш, Йӗпреҫ, Сӗнтӗрвӑрри, Шупашкар, Красноармейски, Ҫӗмӗрле районӗсем лекнӗ.
Муркаш районӗнчи Уйкас ялӗн ҫыннисем ял уявне кӑҫалхипе иккӗмӗш хут ирттернӗ. Малтанах халӑх пӗрле кар тӑрса урамсене тирпейленӗ, хӑмпӑсем, плакатсем ҫакнӑ.
Ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Николай Павлов общество ӗҫне хастар хутшӑннӑ ҫынсене тав ҫырӑвӗсемпе чысланӑ. Ялти чи ватӑ тата ҫамрӑк ҫынна та чысланӑ, конкурс ҫӗнтерӳҫисене те палӑртнӑ.
Шкул урамӗнче пурӑнакансем тасалӑхӗпе палӑрнӑ. Кил картишне илемлетес енӗпе Ю.Васильев фермера чысланӑ.
Вырӑнти фольклор ушкӑнӗ илемлӗ чӑваш юррисемпе савӑнтарнӑ. Вӑйлисем спорт ӑмӑртӑвӗсене хутшӑннӑ. Вӗсем шашкӑлла, шахматла вылянӑ, кире пуканӗ йӑтнӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсене грамотӑсемпе, парнесемпе хавхалантарнӑ.
Ачасем та кӑмӑл туличчен савӑннӑ. Вӗсемпе вӑйӑсем ирттернӗ, шӑпӑрлансем флешмоба та хутшӑннӑ.
Муркаш районӗнчи Йӳҫкасси ял тӑрӑхӗнчисем пирӗнте палӑракан усал-тӗселтен: ӑмсаннинчен, хирӗҫес кӑмӑлтан тата ытти ҫавӑн йышши начар йӑларан — чиркӳ кӑна ҫӑлма пултарать тесе шухӑшлаҫҫӗ. Ку шухӑша Муркаш район администрацийӗнче ирттернӗ Наци ӗҫӗсемшӗн тата Тӗн пӗрлешӗвӗсемпе ҫыхӑну тытассишӗн яваплӑ канашсен пӗрлехи ларӑвӗнче Сергий Воронцов иерей асӑнса хӑварнӑ.
Чиркӳ ҫынни пӗлтернӗ тӑрӑх, Йӳҫкасси ял тӑрӑхӗн администрацийӗн пуҫлӑхӗ А.Н. Кузьмин чиркӳ ирттерекен мероприятисенчен пӗртте юлмасть. Сергий иерей хӑй те
хастар. Ял тӑрӑхӗн территорийӗнче ирттерекен мероприятисене вӗҫӗмех хутшӑнать.
Район шайӗнче иртнӗ икӗ канашӑн пӗрлехи ларӑвӗнче ытти ыйтӑва та пӑхса тухнӑ май яваплисем отчет туса панӑ.
Телевизорпа пӗлтерӳ курнӑ та 663 пин тенкӗсӗр тӑрса юлнӑ. Муркаш районӗнче пурӑнакан 33 ҫулти хӗрарӑм ҫак укҫана йӑлтах экстрасенса панӑ.
ЧР ШӖМӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗлтӗрхи ака уйӑхӗнче ҫак хӗрарӑм телевизор курнӑ чухне экстрасенс пулӑшу пани пирки пӗлтерӳ асӑрханӑ. Лешӗ йывӑр лару-тӑрӑва лекнисене пулӑшма хатӗр-мӗн.
Хайхи хӗрарӑм ун патне шӑнкӑравланӑ. Лешӗ унӑн ыйтӑвӗсене татса пама шантарнӑ. Ҫакна курнӑҫмасӑрах пурнӑҫлать-мӗн.
Укҫа тӳлесен ултавҫӑсем сеанс ирттернӗ. Унтан усал-тӗселрен сыхлакан япаласем туянма сӗннӗ. Ҫапла майпа ҫак хӗрарӑм пӗлтӗрхи ака-юпа уйӑхӗсенче «экстрасенса» 663 пин тенкӗ панӑ. Халӗ кун тӗлӗшпе следстви тата оперативлӑ шырав мероприятийӗсем ирттереҫҫӗ.
Муркаш районӗнчи Москакасси ял тӑрӑхӗнче ҫамрӑксен уявне ирттернӗ. Ӑна йӗркелеме унти яш-кӗрӗмпе хӗр-упраҫ хастар хутшӑннӑ.
Вӗсемех уяв вырӑнне ҫулса тирпейленӗ, сценӑна сӑрланӑ, музыка аппаратурине, кирлӗ ытти хатӗр-хӗтӗре вырнаҫтарнӑ.
Мероприятире пӗчӗк ачасенчен пуҫласа ваттисем таранах савӑнма пултарнӑ. Вырӑнти тӳре-шара та унта пырса ҫитнӗ. Маларах вара лотерея та выляттарнӑ, тӗрлӗ спорт ӑмӑртӑвӗ йӗркеленӗ, Шупашкартан клоунсене чӗнсе илнӗ. Темиҫе теҫетке ҫул каяллахи юрӑсене янӑратнӑ май ташлаканӗ ташланӑ, пӑхса тӑраканӗ пӑхса тӑнӑ.
Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ Г.Г.Голубева пӗлтернӗ тӑрӑх, спонсорсемсӗр иртмен ку уяв. Ҫавӑнпа та вӑл вӗсене уйрӑмах тав тунине пӗлтерет.
Республикӑри халӑх пултарулӑхӗн центрӗ тата Ҫӗрпӳ районӗнчи Чиркӳллӗ Ямаш ял тӑрӑхӗ тата вӑл тӑрӑхри «Ямаш» фольклор ансамблӗ Вӑрманкас Ямаш ялӗ ҫывӑхӗнче «Туслӑх кӑшӑлӗ» республикӑри фестиваль-конкурс ирттернӗ.
Унта Элӗк, Комсомольски, Сӗнтӗрвӑрри, Муркаш, Вӑрмар, Ҫӗрпӳ, Ҫӗмӗрле, Тӑвай районӗсенчи 13 фольклор ушкӑнӗ пырса ҫитнӗ. Конкурса темиҫе номинаципе ирттернӗ. Чӑваш Ен историне чи лайӑх пӗлекенсем тесе «Сӗнтӗр», «Кунер» (Сӗнтӗрвӑрри районӗ), «Шурӑмпуҫ» (Комсомольски районӗ) ансамбльсене палӑртнӑ.
Хӑйсем пирки аван каласа кӑтартнипе «Сӗнтӗр» (Сӗнтӗрвӑрри районӗ), «Сурпан» (Тӑвай районӗ), «Еник» (Вӑрмар районӗ) тӗлӗнтернӗ.
Ытти номинацире те ҫӗнтерӳҫӗсене хавхалантарнӑ. Гран-при Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи «Сӗнтӗр» ансамбле лекнӗ.
Муркаш районӗнчи Ҫатракасси ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ йывӑҫ саккуна пӑсса каснӑ. Пӗтӗмпе 192 йывӑҫа йӑвантарнӑ вӑл.
Ку ӗҫре ӑна ял халӑхӗ пулӑшнӑ. Анчах халӑха улталанӑ вӑл. Йывӑҫсене касни саккунлӑ пулнине, унта йӗлтӗр йӗрӗ тумаллине каланӑ вӑл. Ҫапла пӗлтӗрхи юпа уйӑхӗнче халӑх кар тӑрса 192 йывӑҫа — хыр, ҫӑка, вӗрене, юман — каснӑ. Вӗсене вӑл ял халӑхне пама шантарнӑ.
Халӗ должноҫри ҫыннӑн явап тытма тивӗ. Вӑл Ильинкӑри вӑрман хуҫалӑхне сиен кӳнӗ. Пӗтӗмпе 1,5 миллион тенкӗ тӑкак кӑтартнӑ. Следовательсем 30 кӳнтеленрен ыйтса пӗлнӗ. Халӗ пуҫиле ӗҫе суда ярса панӑ.
Утӑ уйӑхӗн 18-мӗшӗ тӗлне илсен пирӗн республикӑра ӗҫсӗррисен йышӗ ӳснӗ. Ку цифрӑна ҫӗршывӑн Ӗҫ министерстви асӑрханӑ.
Асӑннӑ ведомство официаллӑ кӑтартусене кура пӗтӗмлетнӗ тӑрӑх, ӗҫсӗррисен йышӗ 5 регионта йышланнӑ. Кунта пирӗн республикӑсӑр пуҫне Мӑкшӑ Республики, Калмӑк Республики, Дагестан тата Карачай-Черкес ҫакланнӑ.
Ӗҫ рынокӗнчи лару-тӑрӑва РФ Ӗҫ министерстви организацисене хупассине, штата чакарассине, ӗҫ вӑхӑтне тулли мар куна куҫарассине палӑртнине кура пӗтӗмлетет.
Пирӗн республикӑра официаллӑ майпа ӗҫлӗх центрӗсенче утӑ уйӑхӗн 18-мӗшӗ тӗлне 5046 ҫын шутра тӑнӑ. Ку енпе лайӑх цифрӑсемпе Ҫӗрпӳ, Муркаш, Комсомольски районӗсем хӑпартланма пултараҫҫӗ.
Шупашкар районӗнче ҫывӑх вӑхӑтра ӗҫсӗррисен шучӗ ӳсес хӑрушлӑх пысӑк: унти «Чӑваш бройлерӗ» предприятирен 152 ҫынна штата чакарса кӑларса ямалла , мӗншӗн тесен кайӑк-кӗшӗк хапрӑкӗ панкрута тухасси патне ҫитнӗ.
Муркаш районӗнчи Мӑн Токшик ялӗнче пысӑк уяв кӗрленӗ. Вӗсене саламламашкӑн Чӑваш наци конгресӗн президенчӗ Николай Угаслов килсе кайнӑ.
Савӑнӑҫлӑ уява ваттисем те, вӗттисем те пухӑннӑ. Уяв лапамне сӗтел лартнӑ, унта ҫӑкӑр-тӑвар, кукӑль таврашӗ вырнаҫтарнӑ. Хуранра шӳрпе вӗретнӗ.
Уява аякка саланнӑ ентешӗсем те ҫитнӗ. Вӗсем тӗл пулса калаҫнӑ. Николай Угаслов вара ял пурнӑҫӗпе паллашнӑ, халӑхпа калаҫнӑ, ял историйӗпе кӑсӑкланнӑ.
Мӑн Токшике пӗртӑван Малинасем, «Асамлӑ ҫӗршыв», «Шупашкар» ушкӑнсем ҫитнӗ. Уяв лапамӗнче алӗҫсен куравне йӗркеленӗ, спорт ӑмӑртӑвӗсем ирттернӗ.
Муркаш районӗнче пурӑнакан хӗрарӑм амӑшӗпе пӗрле хӑйсен ӗҫӗпе аппланнӑ чухне пӗчӗк ача килтен тухса кайнӑ. Полицейскисем 3-ри ачана икӗ сехет шыранӑ.
Ку ӗнер, утӑн 8-мӗшӗнче, 18 сехетре пулнӑ. Амӑшӗ ачи ҫухалнине пӗлтерсен вырӑна 10 полицейски ҫитнӗ. Ача унччен аслашшӗпе асламӑшӗ патӗнче пулнӑ-мӗн. Ашшӗ-амӑшӗ кӗтӳ пӑхнӑ. Пӑтӑрмах сиксе тухиччен амӑшӗ киле таврӑннӑ. Ача вара картише выляма тухнӑ. Урам алӑкне питӗрнӗ пулнӑ. Темиҫе минутран картише кинемей тухнӑ. Анчах ача унта пулман, урам алӑкӗ вара уҫӑ.
Малтанах ачана ашшӗ-амӑшӗ шыранӑ. Унтан ял ҫыннисем пулӑшма тухнӑ. Ҫумӑр ҫума, тӗттӗмленме тытӑнсан полицейскисене чӗннӗ. Йӗрке хуралҫисем ачана 22 сехет те 35 минутра 1 ҫухрӑм аяккарах тупнӑ. Пӗчӗкскер ҫырмара йывӑҫ айӗнче пулнӑ. Ҫумӑр айӗнче йӗпеннӗ вӑл, макӑрнӑ.
Ача хӑй каланӑ тӑрӑх, вӑл ашшӗне шыранӑ. Анчах ҫухалса кайнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, -3 - -5 градус сивӗ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ҫӗпритун Шӑпчӑк, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Каховский Василий Филиппович, паллӑ археолог ҫуралнӑ. | ||
| Урдаш Валентин Андреевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Григорьев Фирс Григорьевич, паллӑ тухтӑр ҫуралнӑ. | ||
| Борис Борлен, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Григорьев Иван Григорьевич, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |